Иван Александров Питӗрти ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Канаш тӑрӑхӗнчи Ухман ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер Шупашкарти ӳнер училищи хыҫҫӑн кунти Илья Репин ячӗллӗ ӳнер академине пӗтернӗ. Ӑсталӑхне чиркӳпе истори уйрӑмӗнче туптанӑ май роспиҫ енӗпе чылай тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енре те икӗ чиркӳ илемлетнӗ. Халӗ вӑл Санкт-Петербургри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗнче тӑрӑшать, ҫуллӑ сӑрӑсемпе турӑшсем ҫырать. Акӑ вӑл, Турӑ сӑмахне калакан Иоанн апостол евангелист сӑнне хӑма ҫине куҫарать.
Иван Васильевичӑн пултарулӑхӗ анлӑ тавракурӑмлӑ ӗҫсемпе уйрӑлса тӑрать. Яланах пленэрсенче пулнӑ май хӑйӗн картинисенче ҫут тӗнче илемне чылай сӑнланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑт ӳнерҫӗ Кавказ тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ. Унти тавралӑх ӑна хӑйӗн туллӑ-сӑртлӑ вырӑнӗсемпе тата халӑх культурин пуянлӑхӗпе илӗртнӗ.
2023-мӗш ҫулта вара Иван Александров Арктика тӑрӑхӗнче иртнӗ калӑпӑшлӑ экспедицине хутшӑннӑ. Шурӑ, Карск тинӗсӗсем тӑрӑх кайса Ҫӗнӗ тата Франц Иосиф ҫӗрӗсем тавра ҫӳренӗ, хӑйшӗн ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ. Ҫул ҫинче куллен этюдсем ҫырнӑ. Ӳкерчӗксенче ҫурҫӗрти шӑн ҫӗрпе шыв-шура, чӗр чунсемпе асамлӑ сывлӑша кӑтартма тӑрӑшнӑ. Ҫут тӗнче ытамӗнче этем пӗчӗкҫӗ вӑйсӑр чун кӑна пулнине туйса илнӗ.
Ҫак пуянлӑха сӑнланӑ ӗҫсем тӗрлӗ музей тӑрӑх саланнӑ. Куншӑн сӑрӑ ӑсти савӑнать ҫеҫ темелле. Нумай пулмасть вӑл 50 ҫул тултарнӑ. Ҫавра ҫулне халалласа ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗнчех курав уҫнӑ. Зал варринчи чи курӑмлӑ вырӑнта Чӑваш ҫӗрне сӑнланӑ ӗҫсем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ.
Кунтах ӳнерҫӗн ашшӗ-амӑшӗн портречӗсем, тӑван халӑхӑн кун-ҫулне тата культурипе ӑс-хакӑл пуянлӑхне сӑнлакан ӗҫсем чылай. Экспозицире Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсен сӑнӗсене те куратпӑр.
Ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалланӑ ӗҫсем вара уйрӑм стена йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен сӑнарӗсене те ӳнерҫӗ чӗри витӗр кӑларнӑ. Уйрӑмах Александр Федоров ентешӗн виличчен 3 кун маларах ӳкеренсе юлнӑ портречӗ чуна витермелле пулса тухнӑ.
Иван Александров халӗ ӳнер ӑсталӑхне аталантарса хӑй умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартать. Эпир ӑна пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алексей Енейкин








