Вӑл е ку кӗнекене мӗн чухлӗ вуланине тӗпе хунӑ

Наци библиотекинче "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑк кӗнеки - 2024" фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Чи пултаруллӑ авторсене тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ. 

Хӑйне май тупӑшӑва тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ 120 ытла кӗнеке хутшӑннӑ. Тӳресем кашнине тӗплӗн тишкернӗ, вулакансен шухӑшне тата онлайн мелӗпе йӗркеленӗ сасӑлава шута илнӗ. Вӑл е ку кӗнекене мӗн чухлӗ вуланине те тӗпе хунӑ. 

Чи нумай вуланакан чӑвашла проза - Людмила Сачкован "Иртнӗ ҫулсем" тата "Сиксе юхать Хула ҫырми" историлле романсем. Вӗсене автор 10 ҫул ытла ҫырнӑ. Вӗсенче Людмила Николаевна хӑй ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗн историне туллин ҫутатнӑ. 

"Поэзи" жанрӗнче пирӗн ӗҫтешӗн - Марина Карягина журналистӑн, поэтӑн тата драматургӑн "Ҫӗн Кун Ачи" кӗнекине чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Унта юлашки ҫулсенче ҫырнӑ пьесӑсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Вӑл шутра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ хайлав. Ун тӑрӑх Ҫамрӑксен театрӗ спектакль те лартнӑ. 

Чи нумай вуланакан вырӑсла поэзи - Александр Ильинӑн "Мы памятью своей сильны" кӗнеки. Ӑмӑртура "Литература критикӗсен хаклавӗ" номинаци те пур. Унта Николай Максимовӑн "Камаево поле" тата "Спасение Европы" романӗсем хисеплӗ вырӑнта. Лариса Петрован "Кун ячӗсем" кӗнеки вара ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисем хушшинче ҫӗнтерчӗ. 

Авторсене ытти номинацисенче те чысларӗҫ. Ҫулсерен пулакан конкурсӑн тӗллевӗ - наци литературин паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртасси, вӗсене халӑхра сарасси, ҫамрӑксене тӑван чӗлхепе вулама кӑсӑклантарасси.

Оксана Верликова, Игорь Ульянов