Вакӑ-вӗтӗ япалана пысӑк тимлӗх

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче "Мини" ятпа курав уҫӑлнӑ. Унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗ, тӗлӗнтермӗшӗ - хӑш-пӗр экспонатсем куҫа лупӑсӑр та курӑнманнинче. 

Ку вӑл графика тата скульптура, живопиҫ миниатюрисен куравӗ. Ӗлӗкхи ал ҫырӑвӗсенче пӗчӗк ӳкерчӗксене, пысӑк сас паллисене текстран хашакпа уйӑрнӑ. Миниатюра сӑмах ӑна илемлетекен хӗрлӗ сӑрӑн латин ятӗнчен пулса кайнӑ. Халӗ ӑна картинӑсем, графика, ал ӗҫӗ пирки калаҫнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ. Скульптура пӗчӗкӗшне те ҫак сӑмахпах хаклаҫҫӗ. Музейра упранакан Репин, Серов, Поленов паллӑ ӳнерҫӗсен произведенисене кунта килекенсем пӗрремӗш хут курӗҫ. Пӗр курав залӗнчех алӑ тупанӗ ҫине вырнаҫакан 100-е яхӑн картина тӑратма пулать. Хӑш-пӗр экспоната лупӑпа та шыраса тупма йывӑр. 

Алиса Александрова, Анна Филиппова, Димитрий Макаров