Вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ ирттернӗ

Ҫакӑ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланипе кӑна мар, Раҫҫей Культура министерстви ятарлӑ акци пуҫарнипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсен ӑҫта каяс, вӑхӑта еплерех ирттерес тесе пуҫ ватма та тивмен. Музейсенче, библиотекӑсенче, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсем халӑха валли пуян программа хатӗрленӗ. 

"Культурӑллӑ канмалли кунсем" акципе килӗшӳллӗн пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен 8-мӗшӗччен Наци библиотекине 200 ытла ҫын ҫитнӗ. Вырсарникун, сӑмахран, Чӑваш Енри профессионал писательсен Союзӗпе патшалӑх академи симфони капелли сӑвӑллӑ-кӗвӗллӗ концерт ирттернӗ. Ачасем валли вулавӑшра экологи темипе пуҫватмӑш-вӑйӑсем йӗркеленӗ. Тӗрӗ тӗрлес текенсене те хапӑл пулнӑ кунта. Кӗнеке, чечек ҫыххи ӑсталассипе вара уроксем, кино каҫӗсем иртнӗ. Республикӑри театрсемпе музейсем уяв кунӗсем куракансене хавас пулчӗҫ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнчен те 3 кун халӑх татӑлмарӗ. 

Алиса Александрова, Леонид Петров