Ушкӑнӗ те, ертӳҫи те ҫавра ҫулта

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри нумай фестивальпе конкурссен ҫӗнтерӳҫи - "Эревет" ансамбль 40 ҫул тултарчӗ.

Ӑна йӗркелекенӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов та 65 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак икӗ ҫавра ҫула пӗрлештерсе Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче уяв иртрӗ. 

40 ҫул каялла ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ ушкӑн йӗркелессе шутлама та пултарайман Сергей Васильевич, ӗмӗтленнӗ ҫеҫ. Ун чухне 5 баян кӑна пулнӑ. Ачасен тата вӗрентекенсен тӑрӑшулӑхӗпе пултарулӑхӗ нумай кӗттермен - ансамбль тӗнчипех палӑрнӑ. Халӑх инструменчӗсемпе калакан ушкӑн Чӑваш Ен чысне пӗрре мар тивӗҫлӗн хӳтӗленӗ. 

Концерт пуҫланиччен хӑнасем коллективӑн пултарулӑхӗ еплерех аталаннине сӑнлакан видео кӑтартрӗҫ. 40 ҫулта тунӑ ҫитӗнӳсем, ачасем мӗнле ӳссе пыни, ӑрусем улшӑнни унта лайӑх курӑнчӗ. "Эревете" ҫӳрекенсене юрра-кӗвве юратни пӗрлештерет. Уяв концертӗнче ушкӑн яланхи пекех тӗрлӗ халӑх юррӑ-кӗввине ҫӳллӗ шайра шӑрантарчӗ. Ачасене пултарулӑха явӑҫтарма вара ҫӑмӑл мар. 

Кашни хӑйӗн вӗренекенӗ пирки Сергей Васильевич нумай каласа кӑтартма пултарать. Сӑмахран, Денис Петров ансамбльпе ҫуллахи лагерьте пулнӑ чухне паллашнӑ. Питӗ хавхаланса кайнӑ, амӑшне хӑйне те ҫак ушкӑна явӑҫтарма ӳкӗтленӗ. Халӗ 6 ҫул ӗнтӗ коллективра контрабас калать. Арҫын ача хӑйӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн питӗ кӑмӑллӑ. 

Вика Кожанова 11 ҫул ҫӳрет ҫак ушкӑна. Хӑй кунта пур енлӗн аталаннине пӗлтерчӗ хӗр ача.

Инструментпа калама вӗренме чӑтӑмлӑх, тӑрӑшулӑх тата, паллах, пултарулӑх кирлӗ. Ҫавӑнпа та кашни хӑйӗн вӗренекенӗпе тивӗҫлипе мухтанать ушкӑн ертӳҫи. 

Пултаруллӑ педагог хӑй те мӗн пӗчӗкрен юрӑ-кӗвӗ тӗнчине кӑмӑлланӑ. Ҫав туйӑма пурнӑҫ тӑршшӗпе хӗмлентерсе, аталантарса пынӑ. Ӗҫне кура тӗрлӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 

"Эревете" ҫӳренӗ ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те ҫав вӑхӑта чи телейлисенчен пӗри тесе калаҫҫӗ. 

40 ҫул хушшинче ҫӗршер ачашӑн иккӗмӗш ҫемье пулса тӑнӑ "Эревет" ансамбль. Вӗсен йышӗнченех ӑста педагогсем тухни, Сергей Федотов пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсакансем пулни савӑнтарать. 

 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров