Уява Чӑваш Республикин культура министерствипе наци библиотеки йӗркеленӗ. Литература каҫне Мускавра пурӑнакан ентешесем, поэзине юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хамӑр республикӑран та сумлӑ делегаци хутшӑнчӗ.
Ҫеҫпӗл Мишшин ҫавра ҫулне халалласа ҫӗнӗ кӗнекесем кун ҫути курнӑ. Уявра "Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!" сӑвӑсен пуххине, Марина Карягинӑн "Ҫӗн кун ачи" тата Ҫеҫпӗл Мишши Анастасия Червякова патне ҫырнӑ ҫырусенчен тӑракан "Чӗре сасси" кӗнекесене пахаларӗҫ. Унсӑр пуҫне поэтӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ сӑн ӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ.
Пухӑннисене саламланӑ май, Раҫҫей писателӗсен союзӗн ертӳҫи Николай Иванов Чӑваш ҫӗрӗ паян та пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе пуян пулнине палӑртрӗ. Вӑл пирӗн ӗҫтеше - Марина Карягина поэта тата драматурга ҫӗршыври писательсен пӗрлешӗвӗн тӗп наградипе - "Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн" паллӑпа чысларӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал кӑвар чӗреллӗ поэта халалласа Марина Карягинӑн пьеси тӑрӑх Борис Манджиев режиссер лартнӑ "Ҫӗн Кун ачи" спектакль кӑларчӗ. Пухӑннисем ҫак постановкӑн пӗр сыпӑкне хаклама пултарчӗҫ.
Тухса калаҫакансем Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш халӑхӗн пуласлӗхӗпе чӗлхишӗн хыпса ҫуннине, унӑн сӑвӑ йӗркисем паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ.
Республикӑра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Пӗр кун маларах - чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вара Ҫамрӑксен театрӗнче "Ҫӗн Кун ачи" спектакль кӑтартаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Марина Карягина, Екатерина Янгалакова