Юрий Сементерпе красноармейскисем чӑннипех те мӑнаҫланаҫҫӗ. Ӑна ҫавра ҫулпа саламлама ӗҫтешӗсем, ентешӗсем тата унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем тулли зал пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухса ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Юрий Сементер Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Литературӑра унӑн ячӗ 1970-мӗш ҫулсенче - "Тупа" тата "Ҫӗр ҫаврӑнать" сӑвӑсен пуххисем кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Унӑн хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Юрий Семенович хӑй те ӑста куҫаруҫӑ. Вӑл тӑрӑшнипе паян эпир Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтсемпе ҫыравҫӑсен произведенийӗсене чӑвашла вулама пултаратпӑр. Юрий Сементере Чӑваш наци конгресӗн хисеп хучӗпе чысларӗҫ, шупӑр тӑхӑнтартрӗҫ.
Юрий Сементер сӑввисемпе чӑваш композитӑрӗсем 300 ытла юрӑ хайланӑ. "Уҫланкӑри палан", "Пӗрремӗш юрату", "Ылтӑн ҫӗрӗ" юрӑсене пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Уявра Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Сементер сӑввине тӗпе хурса Герман Лебедев кӗвӗленӗ "Килсе курӑр хӑнана" сюита кӑтартрӗ. Ансамбль репертуарӗнче палла поэт сӑввипе ҫырнӑ ҫӗнӗ юрӑ та пур. Вӑл "Амӑшӗн хӳхлевӗ" ятлӑ. Юрий Сементер тӑван ҫӗршыва, салтаксене халалласа нумай сӑвӑ ҫырнӑ. Паянхи паттӑрсене те асрах тытать.
Уявра вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсемпе шкул ачисем те мухтавлӑ ентешне сума суса сӑвӑ-юрӑ шӑрантарчӗҫ. Красноармейскинче хӑпартма пуҫланӑ ҫӗнӗ культура ҫуртне вара Юрий Сементер ятне пама йышӑннине пӗлтерчӗҫ, поэтӑн тепӗр юбилейне унта паллӑ тума сунчӗҫ.
Диана Сафонова, Виктор Степанов