Пурӑннӑ пулсан кӑҫал Праски Виттин 90 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна май унӑн мӑнукӗ Кирил Коробков хӑйӗн сумлӑ кукашшӗне халалласа республикӑра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерет. Унччен вӑл Праски Витти ҫуралнӑ ялта - Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малти Ишек шкулӗнче, Вӑрнарти таврапӗлӳ музейӗнче, Шупашкарти ӳнер музейӗнче куравсем йӗркеленӗ. Вӗсенче мухтавлӑ ӳнерҫӗн тӗрлӗ ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Хальхинче Кирилл хӑйнеевӗрлӗ экспозици йӗркеленӗ. Кунта Праски Виттин фондӗнчи 70 ӗҫ вырӑн тупнӑ. Вӗсене эмаль, тимӗр, кантӑк усӑ курса ӑсталана. Ювелирлӑ ӗҫ! Эмале, пиҫсе каясран асӑрханса, 800 градус ытла температурӑра шӑратса тӗрлӗ илем калӑпланӑ художник. Самах май, Праски Витти СССРти ӳнерҫӗсем хушшинче ҫакнашкал техникӑна чи малтан алла илнӗ.
Кашни ӗҫре - чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ, мифологийӗ, кун-ҫулӗ... Пурте тарӑн шухӑшлӑ. Праски Витти чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ хӗрарӑмпа арҫын пуҫӗ ҫумӗнче лаша пуҫне кӑтартнӑ ӗҫ темиҫе те тӗл пулать кунта. Ку - пирӗн халӑх яланах ут пек ӗҫчен пулнине сӑнлать. Экспозицире чӑвашлӑх тапса тӑрать. Ҫак ӗҫре вара Праски Витти хӗрарӑм сӑнарӗпе пӗрле кашкӑрсене ӳкернӗ. "Ку хӗрарӑм яланах кил-ҫурта, ачасене хӳтелекен пулнине ҫирӗплетет", - терӗ паллӑ ӑстан мӑнукӗ. Кирилл Коробков кукашшӗн кашни ӗҫӗ пирки чылай каласа пама пултарать. Ҫак экспозиципе пӗрре мар сумлӑ куравсенче паллаштарнӑ.
Эмальпе ӗҫлекен ӳнерҫӗсем паян та сайра. Праски Витти ҫак ӑсталӑха алла илсе аталантарса янӑ. Унӑн кирек епле произведенине те урӑх авторсеннинчен тӳрех уйӑрса илме пулать. Ӳнерҫӗне халалласа Кирилл Коробков ҫитес вӑхӑтра пысӑк конференци ирттерме палӑртать. Арт-галереяри курав раштавӑн 10-мӗшчен ӗҫлӗ.
Алена Артемкина, Святослав Петров








