Валентина Семеновна ҫавраҫулне халалласа вулавӑшра ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттернӗ. "Ачасен ырӑ юлташӗ" интерактивлӑ кӗтесре литература экскурсийӗсем, унӑн хайлавӗсем тӑрӑх театр постановкисем лартнӑ. Раҫҫейри писательсен Союзӗн пайташӗсемпе тӗлпулусем тата ача-пӑча литература пӗрлешӗвӗн пултарулӑх ларӑвӗсенче ҫамрӑк авторсем сӑвӑ хайлама вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех юратнӑ ҫыравҫин сӑввисене илемлӗ вуласа тата хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем хатӗрлесе тупӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене шӑпах Валентина Чаплина Ҫуралнӑ кунӗ чысларӗҫ. Брянск хулинче ҫуралнӑ Валентина Семеновнана шӑпи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче эвакуаципе Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ. Литература ӗҫне хастар хутшӑннӑ, ытларах вара пӗчӗккисем валли ҫырма кӑмӑлланӑ. Юратнӑ авторӗн ҫавраҫулне паллӑ тума хулари библиотекӑсенче ӗҫлекенсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, ҫыравҫӑн тус-тантӑшӗсем пухӑнчӗҫ.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев