Александр Насекинӑн картинисене тӳрех палласа илме пулать: унӑн ҫулсерен, кунсерен туптанӑ хӑйне евӗр ӳкерес меслет, уйрӑм тӗнче курӑм. Художник пултарулӑхӗнче философилле символизм тӗпре темелле. Графиккӑн илемлӗх мелӗсене тарӑн пӗлтерӗшлӗ, вӑрттӑн систерӳллӗ паллӑсемпе ҫыхӑнтарать Насекин. Ӳнерҫӗ Чулхула тӑрӑхӗнчи ялта ҫуралса ӳснӗ. Ачаран ӳкерме юратни, вӗҫӗмсӗр шырав, ӳнерте тупнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе лӑпланса ларманни, хӑйпе хӑй ҫырлахманни унӑн маҫтӑрлӑхне пӗрмай ӳстерсе пынӑ. Александр Семёнович ҫут ҫанталӑк хӑйне ҫуралнӑ чухнех панӑ пултарулӑхӗпе пӗрлех шалти хӑвачӗпе, тӳсӗмлӗхӗпе, ӳркенменлӗхӗпе, малтуртӑмлӑхӗпе тӗлӗнтерет. Вӑл утса ҫӳреймест, анчах тӗнче хӑй ӑна хирӗҫ уҫӑлса килет пек, пурнӑҫа, ҫынна юратакан чун-чӗрене хальччен никама пӗлтермен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫма май парать пек: художник ҫапла ахаль этемӗн сисӗмӗпе ӑсӗ ҫитеймен сийсене ҫитейнӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов