Унӑн хайлавӗсене курсан кирек кам та "Куна чӑваш ӳкернӗ" темелле

Шупашкар хулин Хисеплӗ ҫыннине палӑртас енӗпе сасӑлав малалла пырать. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫиччӗн хутшӑнаҫҫӗ. Тивӗҫлисем хушшинче - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Праски Витти.

ут тӗнчере пурӑннин пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫса кайсан, Праски Витти "Эпӗ генисемпе калаҫса курнӑ, ҫакӑ - чунри уяв, чӗре савӑнӑҫӗ", - тенӗччӗ. Вӑл 1979-мӗш ҫултанпа Европӑри чылай ҫӗршывра, СШАра, Индипе Японире хӑйӗн хайлавӗсемпе тӑван чӑваш халӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, сумне те самаях курнӑ. Юрий Викторов искусствовед "Праски Витти пек ӳнерҫӗсем 100 ҫулта пӗрре анчах ҫуралаҫҫӗ", - тенӗччӗ. Ҫакна тӗнче те асӑрхать, ун урлӑ чӑвашӑн чӑн сӑн-сӑпатне курса ытларах хисеплеме пуҫлать. "Хӑйӗн искусствине, ӑстисене хаклама пӗлмен халӑх курӑк пек типсе каять" текен художник хайлавӗсене вилӗмсӗрлӗх кӗвелӗкӗ ярса хӑварать, тейӗн - вӗсем чӑваш тумӗ ҫинчи тенкӗ пек таса ҫутӑпа кӗмӗлленсе тӑраҫҫӗ.