Николай Ытарай - вӑрҫӑ ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ ҫыравҫӑ. Тӑван Комсомольски тӑрӑхӗнчи Явӑш ялне вӑл фронтран 1946-мӗш ҫулта таврӑннӑ. Хусанти юридици шкулне, унтан педагогика институтне пӗтернӗ. Каҫал тӑрӑхӗнчи социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗн инспекторӗнче, Ҫӗнӗ Кипеҫри ача ҫуртӗнче воспитательте, ҫавӑн пекех учительте, клуб ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне Хусанти радио пайӗсен заводӗнче вӑй хунӑ. Ҫут ҫанталӑка тӗпченӗ, халӑх сӑмахлӑхне пуҫтарнӑ. Мӑшӑрӗ унӑн аллинче пӗрмай ручкӑпа хут пулнине ас тӑвать. Упӑшкинчен юлнӑ алҫырӑвӗсемпе ӳкерчӗкӗсене тӗпе хурса кӗнеке те кӑларасшӑн.
Николай Ытарай литературӑра тарӑн йӗр хӑварма пултарнӑ. Ытларах ачасем валли ҫырнӑ. Ӳкерчӗкӗсене те хӑй тунӑ. Унӑн тӗрлӗ ҫулсенче "Чӗрӗлӗх", "Сӑпка юррисем", "Савӑк вӑхӑт", "Алфавит - асӑма вит" кӗнекисем кун ҫути курнӑ.
Шкул ачисем халӗ те Ытарай сӑввисене кӑмӑлласа вулаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти 62-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсем ҫирӗплетрӗҫ. Николай Ытарай пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Унта кашниех хӑйне валли чуна ҫывӑххине тупма пултарать.
Литература музейӗнче ӗҫлекенсем Николай Ытарая халалланӑ курава куҫса ҫӳремелле тӑвас тӗллевлӗ. Экспозицине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти библиотекӑсенче йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Надежда Александрова, Михаил Солин