Праски Витти ҫак кунсенче 87 тултаракан ҫамрӑк чунлӑ ӳнерҫӗ: куравра ялкӑшса тӑракан куҫлӑ яш-кӗрӗм чылай пулнине ҫапла ӑнлантармалла-тӑр. Унӑн ӗҫӗсем пуҫтарӑннисене калаҫтараҫҫӗ, шухӑшлаттараҫҫӗ, тӗлӗнтереҫҫӗ - пӗр сӑмахпа, лӑпкӑ хӑвармаҫҫӗ. Художник вара хӑйне ҫуратса ӳстернӗ халӑхӑн тӗнчекурӑмӗпе культура пуянлӑхӗнчен тӗлӗнет. Ҫакӑ ӑна вӑрттӑнлӑхсен вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчине шалтан-шала ертсе кӗрет, ырми-канми ӗҫлеттерет, хӑват парать.
Виталий Петрович ачалӑхне куҫҫульпе аса илет: вӑрҫӑ ачисен пурнӑҫӗ пыл та ҫу пулман. Анчах ҫирӗп кӑмӑллӑ амӑшӗ ывӑлне пӗрмай "Санӑн ҫын пулмалла" тени пулас ӳнерҫе шанчӑк панӑ. "Халӗ пирӗн хушӑра ҫӗршер художник манран лайӑхрах ӳкерет, тӗссене манран самай ҫивӗчрех туять, ҫапах мӗншӗн Парижа, Берлина, Барселонӑна, Кипра мана йыхравлаҫҫӗ?" - ҫапла ыйту лартать сӑрӑ ӑсти пурин умне те, хӑйех хуравлать.
Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ӳнерҫӗ "эпӗ иртнӗлӗхе юлнӑ халӑха ӳкеретӗп" тет. Ҫапла ӗнтӗ, чӑваш ял-хулинче паян тухья-хушпуллӑ хӗре-арӑма уявра кӑна курма пулать. Йӑла-йӗрке те саманапа пӗрле ылмашӑнать. Хайлавсенчи сӑнарсем Праски Витти ҫитӗннӗ вӑхӑтран: иртнӗ ӗмӗрти халӑх сӑн-сӑпатне палӑртнипе хаклӑ та вӗсем искусствӑшӑн. Инҫетре кӑтартнӑ чухне - чӑваш халӑхне сӑнарланипе кӑсӑклӑ.
Куравпа паллашсан пирӗн несӗлсен иртнӗлӗхӗ, кулленхи савӑнӑҫӗ-хуйхи йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать. Праски Виттин картинисем юрланаҫҫӗ те: халӑх юррисен илемӗпе тарӑнӑшне ытараймасӑр, вӑл хӑйӗн сӑнар тӗнчине асран кайми сӑвӑсемпе нотӑсене те кӗртет. Ҫавна курах-тӑр Руслан Соловьёв хӑйӗн "Дива" ушкӑнӗпе юрлакан чӑваш халӑх юррисем унӑн ӳкерчӗкӗсемпе калама ҫук ҫураҫуллӑ пулчӗҫ.
Марина Карягина, Андрей Шоклев