Унӑн ӗҫӗсем тӗнчери 70 ытла хулара упранаҫҫӗ

Чӑваш халӑх художникӗ Анатолий Силов 85 ҫул тултарнине халалласа Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче курав уҫӑлчӗ. Паллӑ сӑрӑ ӑстин ӳкерчӗкӗсем тӗнчери тӗрлӗ хулара упранаҫҫӗ пулин те, вӑл малашне те ҫӗнӗ ӗҫсем калӑпласшӑн. 

Анатолий Силов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче (халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗрет), хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1952-мӗш ҫулта 7 класлӑ шкула вӗҫленӗ хыҫҫӑн Звениговори ремесла училищинче, унтан Мускаври пир-авӑр институтӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен кимӗ ҫинче ӗҫленӗ, Хура тинӗс флотӗнче хӗсметре пулнӑ. 

Аслӑ пӗлӳ илсен Анатолий Силов Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче художникре тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна шӑпа Украинӑри ӳнер фондне илсе ҫитернӗ. Анатолий Александрович ҫавӑн пекех чикӗ леш енчи ӳнер шкулӗсенче ӗҫленӗ. Вӑл Гётеборг, Катманду тата Анталья хулисенче ҫамрӑксене сӑрӑ ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн ӗҫӗсемпе 100 ытла курава хутшӑннӑ. 

Курав залӗсенче 100 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Ытларах портретсем. Кунта вырӑс, араб,нимӗҫ, француз ӑсчахӗсене сӑнланӑ ӳкерчӗксене курма пулать. Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӑн пӗрлешӗвӗнчи Комитет пуҫлӑхӗ Андрей Крылов пухӑннисемпе видеоҫыхӑнӑва тухрӗ. Вӑл Анатолий Силова турӑшсем ӳкернӗ Николай Крылов ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысласси пирки пӗлтерчӗ.

Анатолий Силов картинисем 70 тӗрлӗ хулари музейсенче упранаҫҫӗ. Сӑрӑ ӑсти малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлес тӗллевлӗ. Шупашкарти ӳнер музейӗнчи куравпа вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшчен паллашма пулать. 

Надежда Александрова, Святослав Петров