Элли Юрьев тесен, ача садне ҫӳрекен те аван пӗлет: вӑл - пирӗн патшалӑх символӗсен, Чӑваш Республикин гербӗпе ялавӗн, Шупашкар гербӗн авторӗ. Элли Михайлович 2001-мӗш ҫулта ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Пирӗн телевидени архивӗнче вӑл хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ кадрсем упранаҫҫӗ.
Малтан Шупашкарта, унтан Тбилиссире ӳкерес ӑсталӑха вӗреннӗ Элли Юрьев тӑван республикӑра ӳнерӗн чылай енӗпе хӑйне евӗр "ҫерем уҫакан" пулнӑ: уншӑн хӑшӗ ҫывӑхрах пулнине те калама хӗн. Геральдикӑра кӑна мар, промышленнӑҫ графикин ӳнерӗнче, чӑваш шрифчӗн варианчӗсемпе тӗрлӗ медаль, паллӑ хатӗрлессинче ӑсталӑхне кӑтартнӑ вӑл.
Живопиҫре вара Чӑваш халӑх художникӗ пуринчен ытла тавралӑх илемне пир ҫине куҫарма килӗштерни сисӗнет: куравра ҫак ӗҫсемпе те туллин паллашма май пур. Ҫут ҫанталӑкӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑракан черчен чеченлӗхӗ ача чухнехилле тӗлӗнтернӗ ӑна. Вӗҫеве юратакан пилот, парашютпа та самай сикнӗскер, уйрӑмах тӳпене сӑнарлама кӑмӑлланӑ.
Кӗвӗпе сӑрӑ ӳнерӗ уйрӑлми ҫыхӑнура. Красноармейски тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш ывӑлне юрӑ-ҫемӗ ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех Элли Юрьев ҫул ҫӳреме килӗштернӗ: аякри ҫӗрсенче ҫырнӑ этюдсем те кӑсӑклӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулнӑ-и, Европӑри ҫӗршывсене е Ҫурҫӗр Африкӑна курса ҫӳренӗ-и - пур ҫӗртен те ӳкерчӗк ярӑмӗпе таврӑннӑ.
Художник еткерӗн чи пысӑк пайӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать - кунта Элли Юрьевӑн 558 ӗҫӗ. Кӗнеке графики таранчченех уйрӑмлӑхӗпе куҫа туртать. Кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ тапхӑртанпа 400 кӑларӑм ытла вӑл капӑрлатнипе тухнӑ-мӗн.
Трак тӑрӑхӗнчи ентешӗсем Элли Юрьевпа мӑнаҫланаҫҫӗ. Вӗсем унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан музей кӗтесӗ уҫнӑ. Музейра хальхи технологипе, меслетсемпе усӑ курасшӑн, вӑл юсав хыҫҫӑн ҫу уйӑхӗнче уҫӑлать. Паллах, тӑван-пӗлӗшӗ художник ҫинчен асилсе каласа панине ним те ҫитмест.
Ӳнерҫӗн тарӑн шухӑшлӑ вилӗмсӗр ӗҫӗсем - халӑхра патриотизм туйӑмне ҫӗклекен хайлавсем. "Элли Юрьевӑн пултарулӑх йывӑҫӗ" ятлӑ курав ака уйӑхӗн 19-мӗшчен ӗҫлет.
Марина Карягина, Денис Афанасьев








