Унӑн ҫынлӑхӗпе ҫирӗплӗхӗ пурнӑҫ кӗнеки вырӑнӗнче

Ҫамрӑксен театрӗнче Зоя Ярдыкова педагога тата режиссера аса илчӗҫ.

Чӑваш Енре хӑрушӑ выҫлӑх алхаснӑ вӑхӑтра, 1921-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ Зоя Ярдыкова ҫитӗнсе ҫитсен чӑваш ушкӑнӗпе Мускаври театр ӳнерӗн институтне вӗренме кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тухсан пулас артистсене вӑрман касма янӑ. Йывӑр асапра хурҫӑ пек ҫирӗпленнӗ яш-кӗрӗм 47-мӗш ҫулта кӑна вӗренсе пӗтерсе тӑван ене таврӑннӑ. Асилӳ каҫне ертсе пыракансем Зоя Ярдыковӑн пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ утӑмсем, чӑваш театр ӳнерӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Паллӑ артистсемпе режиссёрсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем сумлӑ ентешӗмӗр ҫинчен кашни сехечӗ-сехечӗпе каласа пама хатӗр.

 

Марина Карягина, Николай Семёнов