Унӑн ӑсталӑхӗ тӗнче шайӗнчи астӑвӑма тивӗҫ

Чӑваш халӑх художникӗ Праски Витти ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Ҫак сумлӑ юбилее вӑл 8 уйӑх пурӑнса ҫитеймерӗ. Ҫавах та унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр. Ҫакна ҫирӗплетсе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче анлӑ курав уҫӑлчӗ.

Ӗмӗр иртсен те кун юлать, теҫҫӗ. Ырӑ ҫын та халӑх асӗнче хайӗн ӗҫӗпе асра юлать. Праски Витти пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ чух вара пӗр халӑхпа ҫеҫ ҫырлахаймӑн, унӑн ӳнер ӑсталӑхӗ тӗнче шайӗнчи астӑвӑма тивӗҫ. Виталий Петрович ҫамрӑклах тӗрлӗ халӑх пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ, 19-мӗш ӗмӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ Хуан Миро, ҫавӑн пекех Пауль Клее, Роберт Рошенберг ӳнерҫӗсен ӑсталӑхне тӗпченӗ.

Унтан тӑван халӑх пуянлӑхӗпе кӑсӑкланса несӗлсен авалхи тӗнчекурӑмӗн авӑрне путнӑ. Унтан туртса кӑларнӑ культура хӑйнеевӗрлӗхне мӗн виличченех пир ҫине куҫарнӑ. Ҫак пуянлӑхпа тӗрлӗ ҫӗршыв халӑхне тӗлӗнтернӗ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ашшӗне курмасӑр ҫитӗннӗрен амӑш ячӗпе "Праски" хушма ят илнӗ ӳнерҫӗн тавракурӑмӗ, чӑннипех те, виҫесӗр анлӑ. Ҫавӑнпах курав та калама ҫук пуян. Кунта Виталий Петровичӑн 60-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ малтанхи ӗҫӗсем те, 21-мӗш ӗмӗрти картинисем те йышлӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ халиччен ӳнер мастерскойӗнчен тухса та курман.

Праски Витти хӑйӗн кураканне яланах тӗрлӗ шухӑша ярса этемлӗх ӑнлавӗпе тӗнчекурӑмӗ чикӗсӗр пулнине кӑтартать. Асамлӑ сӑнарсем урлӑ савӑнтарса хавхалантарма та, тӗлӗнтерсе хӑратма та пултарать, пултарулӑх урлӑ тӑван халӑха чӗререн юратнине палӑртать.

Кунта живопиҫ кӑна мар, офортсемпе ытти графикӑлла ӳкерчӗкӗсем, тӗрлӗрен калӑпӑшлӑ ӗҫ чылай. Мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, Виталий Петрович яланах пултарулӑх шыравӗнче пулнӑ. Пур ӗҫе те юратса тунӑ.

Праски Витти ячӗпе пуҫласа хӑйӗнсӗр иртекен юбилей куравӗ чылай хӑна пухрӗ. Ӳнерҫӗ пултарулӑхне хаклакансем Чӑваш Енрен ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ регионсенчен те, Мускавран та, Ӗпхӳрен те пулчӗҫ.

Тӑван халӑхӑн мифологийӗпе фольклорне тата эрешсен пуянлӑхне сӑнарлӑн уҫӑмлатакан этнофутуристла курав Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче юпа уйӑхӗн 18-мӗшчен ӗҫлет. Вӑл пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулмаллине палӑртаҫҫӗ ӳнерҫӗсем. 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова