Ун ӗҫӗсем умӗнче ачасем те, ҫитӗннисем те чылайччен чарӑнса тӑратчӗҫ

Галина Изратова ӳнерҫӗ пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа виҫӗ ҫул та иртрӗ ӗнтӗ. Халӑх маҫтӑрӗ, Чӑваш Республикинчи ал ӗҫ ӑстисен гильдийӗн пайташӗ хӑйӗн тӑмран, кӗҫҫерен, пусма таткисенчен ӑсталанӑ пуканийӗсемпе хресченӗн кулленхи пурнӑҫне сӑнлакан кӳлеписем куракансем асӗнче, тӗрлӗ кӗнекере пурӑнаҫҫӗ.

Халӑх ӑстин, Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн ӗҫӗсене ыттисеннисем хушшинче яланах уйӑрса илме пулатчӗ: вӗсем халь-халь калаҫса каясла чӗрӗ пекчӗ, кашнин хӑйӗн пурнӑҫӗ, шӑпи, хуйхи-савӑнӑҫӗ пурри сисӗнсе тӑратчӗ. Маҫтӑр вӗсене сӑмахла-сӑмахла ӑсталатчӗ. Ытла та сӑпайлӑ пулнӑран Галина Изратова чылай ҫул ӳнерҫӗсем ирттерекен куравсене хутшӑнма та именетчӗ, художниксен пӗрлӗхне кӗме те ӑна ӗҫтешӗсен, тӑван аппӑшӗн Татьяна Шаркован ӳкӗтлеме тивнӗ. 

 

Марина Карягина