"Сирӗн кӗнекесене пирӗн вулавӑшра тупаймӑн. Вӗсем яланах алӑра. Ҫакӑ савӑнтарать те. Черет тӑрса вулатпӑр, пӗрле пуҫтарӑнса тишкеретпӗр, сӳтсе яватпӑр", - терӗҫ ҫак кун Шупашкара килмесӗр чӑтайман библиотекарьсем. Ольга Куликова кӗнекисем ҫӳлӗк ҫинче тытӑнса тӑманнине ҫирӗплетекен тепӗр пысӑк сӑлтав та пур - ҫулран-ҫул "Литературӑллӑ Чӑваш Ен" конкурсра "Чи вулакан кӗнеке" номинацире Улькка Эльмен ятне палӑртмасӑр иртмеҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗсенчи сӑнарсем аслисенне те, ачасен чунне те хускатма пултараҫҫӗ.
Алиса Александрова, Юрий Стифонов