Строительсем ӗҫе ҫулталӑк каялла пуҫланӑ. Кивӗ ҫурта пӑсса кӑшкарне кӑна хӑварнӑ. Ҫӗнӗрен никӗсне, стенисене ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫурт тӑрӑ айӗнче ларать. Пластик чӳречесем вырнаҫтарнӑ, фасад ӗҫӗсем те вӗҫленнӗпе пӗрех. Унтан тӳрех шала куҫаҫҫӗ.
Элӗкри ӳнер шкулне тӗпрен юсама федераци тата республика бюджечӗсенчен 65 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Материалсем хакланнипе тата проекта улшӑнусем кӗртнипе объект хакӗ паянхи кун 90 миллионран та иртнӗ. Унсӑр пуҫне тепӗр 5 миллион тӗрлӗ хатӗр, сӗтел-пукан туянма палӑртса хунӑ. Ӳнер шкулне унччен 340 яхӑн ача ҫӳрене. Малашне кунта ӑсталӑхне аталантарас текенсен шучӗ 400-ре ҫитмелле. Ачасем хореографи, фольклор, театр уйрӑмӗсене кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музыка инструменчӗсемпе калама вӗренеҫҫӗ.
Ӳнер шкулӗ уҫӑласса педагогсем те, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Объект утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче хатӗр пулмалла.
Наци проекчӗ пулӑшнипе Элӗк тӑрӑхӗнче ҫавӑн пекех культура ҫурчӗсене юсанӑ, библиотекӑсене ҫӗнетнӗ, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатнӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсен витӗмӗ куҫкӗрет.
Пулас ӳнер шкулӗнчи хӑтлӑ майсем те ачасене ҫитенӳсем тума хавхалантарасса шанаҫҫӗ кунта.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова