Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗре халалласа асӑну каҫӗ иртрӗ

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсен ярӑмӗ сулмаклӑ утӑмсемпе пырать. Аслӑ вӗрентекене сума суса чылай регионта ҫут ӗҫпе пултарулӑх уявӗсем, ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ, кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ. Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче те мухтавлӑ ентеше халалласа конференципе асӑну каҫӗ йӗркелерӗҫ.

Тутарстанра пурӑнакансемшӗн Иван Яковлев яланах хисепре пулнӑ. Кунти чӑвашсене вара унӑн мухтавлӑ ячӗ ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать. Аслӑ улӑпӑмӑра халалласа вӗсем Хусан хулинче сквер уҫасшӑн. Вӑл халӑха пӗрлештерекен вырӑн пулӗ. Яковлев пире пурне те туслӑ пурӑнма хушса хӑварнӑ. Унӑн халалне 52 чӗлхепе куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак пехил евӗр сӑваплӑ сӑмахсен вӑйӗ паян пӗтӗм тӗнче шайӗнче сарӑлма тивӗҫ.

Уява Чӑваш Енрен сумлӑ ушкӑн килсе ҫитрӗ. Пурте Яковлевӑн ырӑ ӗҫӗсем пирки хӗпӗртесе калаҫрӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи тата Альбина Юрату сӑвӑҫ Яковлев эткерне упракан ентешсене чӗререн тав турӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ.

Пухӑннисене "Чӑвашкино" студи ӳкернӗ "Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче" фильм сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ. Чӑваш патшалӑх истори архивӗ вара Яковлевӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркелерӗ. Ҫавӑн пекех уявра хастар вӗрентекенсемпе тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Тутарстан тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑнасене юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ.

Алексей Енейкин, Виктор Чугаров