Тутарстан республикинче пӗрремӗш хут Чӑваш Енре ӳкернӗ кино кунӗсем иртрӗҫ

Ӑна "Чӑвашкино" студипе электронлӑ документсен патшалӑх архивӗ тӑрӑшнипе йӗркеленӗ.

Кино уявӗ "Асам ахрӑмӗ" ятпа Хусан хулинче, Аксу, Нурлат, Теччӗ тата Ҫӗпрел тӑрӑхӗсенче иртрӗ. Аякри ентешсене кино ӳкерекенсем 5 документлӑ тата илемлӗ фильм кӑтартрӗҫ. Вӗсем: "В Красном море", "Наследие", "Юман", "Киремет кати" тата "Хурӑн шывӗ". Уява икӗ республикӑн 100 ҫулхи юбилейне халалласа пӗлтӗр пуҫарнӑ. Ҫавна май чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енре Тутарстанра ӳкернӗ фильмсен кунӗсем иртнӗччӗ. Кино ӑстисем ку ырӑ пуҫарӑва йӑлана кӗртес тӗллевлӗ. 

 

Алексей Енейкин