Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ӗмӗрхи йӑлана упракан чӑваш "Уявӗ" иртрӗ

Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ харӑсах икӗ районта: Ҫарӑмсан тӑрӑхӗнче тата Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче кӗрлерӗ. 

Пин ҫул каяллах никӗсленнӗ Сиктӗрме ялӗ несӗлсен хӑвачӗпе вӑйланса ҫулран-ҫул чаплӑран та чаплӑ "Уяв" йӗркелет. Куллен ҫӗнӗ ҫуртсемпе илемленсе пыракан ялти "Ҫӗнӗ Сӑвар" комплекс та пуянланнӑ ҫемӗн пуянлансах пырать. СССР 100 ҫулне халалланӑ парк, унтах вырнаҫнӑ "Сухапуҫран пуҫласа космос ракети таран" музей пин-пин ҫынна илӗртет. Шур кремльте вара тӗрлӗ халӑх культурипе паллаштаракан ҫуртсем ҫӗкленчӗҫ, "Ӑшхӑна" апатлану вырӑнӗллӗ "Патша ҫурчӗ" хута кайрӗ. Ҫывӑхрах ачасене тӑван чӗлхене вӗрентмелли ҫӗнӗ ҫурт туса пӗтермелле. Хӑнасемшӗн курса тӗлӗнмелли пайтах. Ҫак пуянлӑхпа паллашакансен йышӗнче Тутарстан Пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Геннадий Зюганов тата ытти хаклӑ хӑнасем пулчӗҫ.

Сиктӗрмере 5-мӗш хут иртекен "Уяв" ҫӗршыври 78 регионта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрне пӗрлештерчӗ. Хӑнасем ытти ҫӗршывран та пулчӗҫ. Пурте пӗрле карталанса пӗр кӗрекере савӑнчӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Константин Ивановӑн "Нарспи" поэмине халалланӑ ҫӗнӗ хӑтлӑ музей уҫрӗҫ. Кунти пуян экспозици хальхи чӑн мар интеллект вӑрттӑнлӑхӗпе пӗрлешсе куракана ҫӗр ҫул каяллахи Силпи ялнех илсе каять. Тӑван халӑх культурипе, унӑн йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарса ярать.

Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче ҫак уяв калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗршывшӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрура вӑл Раҫҫейшӗн уйрӑмах паха пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче чӑвашсем халӑх йышӗпе 3-мӗш вырӑнта пулнине палӑртса Рустам Минниханов хӑнасене пирӗн чӗлхепе те саламларӗ.

Пултаруллӑ та тарават ентешсене чысланӑ хыҫҫӑн уяв пысӑк кӗрекене куҫать. Ун умӗн авалхи йӑлана пӑхӑнакансем вара мӑн-мӑн асатте-асаннесен вӑхӑтӗнчи пекех уява ӑсатса яраҫҫӗ. 

Тӑван халӑхӑн Кама леш енчи тӗп ҫӗрӗсем ҫинчи ентешсем сӑвар несӗлсенченех юлнӑ йӑласене никамран ытла упраҫҫӗ. Чӑваш Республикинче пурӑнакансене ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Йӑла-йӗрке вара спорт ӑмӑртӑвӗсемпе те ҫирӗп.

Уявра Чӑваш наци конгресӗ йӗркелекен "Раҫҫей чӑваш пики - 2026" конкурс-фестиваль те иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Муркаш тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова тивӗҫ пулчӗ. Хӑнасене вара уяв лапамӗсенче яланхиллех тӳлевсӗр тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗҫ, хаклӑ парнесем пачӗҫ. Ҫакӑ пӗтӗмпех вырӑнти Хусанкай ячӗллӗ хуҫалӑх тивӗҫӗ. Унӑн ертӳҫисем, уйрӑмах Иван Казанков тӑрӑшнипе сӑвар-чӑваш культури тавра халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетекен уяв вӑй илсе кӑна пырать. Хӑнасене вӑл мӗн каҫ пуличченех илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Ҫапла "Уяв" темиҫе куна тӑсӑлса 25 пине яхӑн хӑна пухрӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пурин асӗнче чи ырӑ туйӑмпа тӑрса юлӗ. 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Александр Герасимов