Туслӑ ҫыхӑнусем ҫирӗпленсе кӑна пырӗҫ

Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн Ҫулталӑкне халалласа Чӑваш академи драма театрӗ спектакльсемпе икӗ регионта пулчӗ - Тюмень тата Удмурт тӑрӑхӗсенче. Ҫӗпӗрти хулана пирӗн артистсем унччен ҫитсе курнӑ пулсан, Ижевскра - пӗрремӗш хут. 

Тюмень хулинче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем икӗ кун пулчӗҫ. Чылай куракан ятарласа тӑван чӗлхе янранине итлеме килнӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн делегаци пухӑннисене спектакль умӗн чӑвашла ӑшшӑн саламларӗ. 

Театр гастрольпе килесси пирки хыпар пӗтӗм Тюмень тӑрӑхӗпе сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа та куракансен йышӗнче аякри хуласенчен килнисем те пур. Пӗрремӗш кунне артистсем СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Федор Павлов произведенийӗ тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакльпе паллаштарчӗҫ. Ку постановка тӑван халӑх йӑли-йӗркине, юрри-ташшине курса киленме май парать. Куракансем ҫавӑн пекех "Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ" камите тата ачасем валли лартнӑ "Кто принцессу поцелует" спектакле хаклама пултарчӗҫ. Театр Тюмене туслӑх кӗперне 2019-мӗш ҫулта хывнӑ. 

Тюменьрен Удмурт ҫӗрӗ ҫине ҫитнӗ артистсене Ижевскри хурӑнташсем те чӑваш юррипе, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Спектакль пуҫланиччен пресс-конференци иртрӗ. Чӑваш делегацийӗ пухӑннисене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллаштарчӗ. Журналистсене наци постановкисем валли ҫӗнӗ пьесӑсем пуррипе ҫукки кӑсӑклантарчӗ. Никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, ку енӗпе хальхи вӑхӑтра йывӑрлӑхсем пур. Чӑваш академи драма театрӗ те ыттисенчен уйрӑлса тӑмасть. Ҫавӑнпа та куҫарусемпе усӑ курма тивет, терӗ театр пуҫлӑхӗ Юрий Владимиров. Икӗ наци театрӗ малашне те тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗҫ. Туслӑха ҫирӗплетсе пӗр-пӗрин патне гастрольсемпе ҫӳреме палӑртрӗҫ. 

Леонид Петров, Зоя Яковлева