Тухтӑрсене тав туса артистсем ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ирттереҫҫӗ

Коронавируса хирӗҫ кӗрешекен медицина ӗҫченӗсене хавхалантарас тесе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем тухтӑрсене нумай ҫул сцена ҫинче ӑнӑҫлӑ пыракан спектакле пырса курма йыхравлаҫҫӗ. Фёдор Павловӑн "Ялта" пьесине ыр кӑмӑллӑх мелӗпе лартӗҫ.

"Ялта" драма - классика хайлавӗ. Ӑна курма чӑваш ҫынни яланах хапӑл. Тепӗр чух спектаклӗнчен те ытларах тарӑн шухӑшлӑ юррисене итлеме, аваллӑх сӗмне артистсемпе пӗрле туйса илме ҫӳрет. Авалхи пурнӑҫа кунта питӗ меллӗ вӑйӑсемпе, уяв юррисемпе, туйпа салтак ӑсатни йӑласемпе илемлетнӗ. Ҫак ыр кӑмӑллӑх акцине республикӑри ытти театрсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ артистсем. Медицина ӗҫченӗсем валли ятарланӑ "Ялта" спектакль академи драма театрӗнче кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулать.

 


Александр Осипов, Наталия Егорова, Вадим Владимиров