Республикӑмӑрта фольклор юхӑмӗ пурри, вӑл аталанса е юхӑнса пыни тӑван культурӑшӑн ҫунакансене кӑна мар, ахаль шухӑшлакан ҫынна та вӗҫӗмсӗр хумхантарать. Уявсемпе тӗл пулусенче халӑхӑмӑр тӑван чӗлхепе юрӑ-ташӑсене янратать пулсан, уйрӑмах хулара, "пурӑнатпӑр-ха" теме пултаратпӑр. Ансамбльсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса тӑчӗҫ. Тӗлӗнмелли нумай, курса ларнӑҫемӗн шухӑша каятӑн - мӗн тери юрӑ, мӗн евӗр ташӑ пур чӑвашӑн тата кашни енче хӑйне майлӑ. Йӑласем те хальхинче ҫав тери тӗрлӗ пулчӗҫ.
Александр Осипов, Игорь Ульянов, Юрий Стифонов