Тӗрлӗ тӑрӑхри ентешсем - пӗр вӑйӑ картинче

Республика кунӗнче "Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне" уявласси йӑлара. Кӑҫалхипе вӑл 11-мӗш хут иртрӗ. 

Аслӑ ҫӗршывӑн тӗрлӗ енчен килсе пыракан халӑх иртенпе Хӗрлӗ тӳремре кӗрлет. Ҫапла чӑвашсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнине уявлаҫҫӗ.

Ентешсемшӗн ку пӗр-пӗрне курса савӑнмалли, ҫитӗнӳсемшӗн хӗпӗртемелли пысӑк сӑлтав. Ҫакна ҫирӗплетсе Шупашкара чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан кашни регионтан пултарулӑх ушкӑнӗсем килнӗ.

Уявӑн тӗп лапамне театр артисчӗсем илемлетрӗҫ. Хӑнасене вӗсем Акатуйӑн мӗн ӗлӗкрен упранса юлнӑ йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ, халӑх вӑййисене кӑтартрӗҫ.

Мӑн-мӑн асаттесем парнелесе хӑварнӑ ытарайми чӗлхепе тӗлӗнмелле пуян йӑла-йӗрке - халӑхӑн чи пысӑк тупри. Ҫак нимпе танлаштарма ҫук пурлӑха упраса хӑварас ӗҫре чӑвашсене пӗрле пулни пулӑшать: ӗҫре те, уявра та, йывӑрлӑхра та. 

Акатуйра кӗрешӳ паттӑрне палӑртнипе пӗрлех тӗрлӗ тытӑмра вӑй хуракан пултарулӑ ентешсене чысласси йӑлара. Ҫак хавхалану пирӗн халӑха малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал парса тӑрӗ. Чикӗсӗр Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакан ентешсен туслӑхӗ вара ҫирӗпленсе кӑна пырӗ.

Алексей Енейкин, Андрей Шоклев, Константин Доброхотов