Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсемшӗн ҫулталӑкри чи кӗтнӗ пулӑм

Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче 30-мӗш хут "Уяв" кӗрлерӗ. Кӑҫал та вӑл пӗлтӗрхи пекех тӗрлӗ енчи ентешсене Элкел районӗнчи Сиктӗрмере пухрӗ.

Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанпах Акатуй хыҫҫӑн утӑ ӗҫне пуҫӑнсан Питравчченех Уяв ирттернӗ. Халӗ ҫак йӑла вӑйланса кӑна пырать. Тутарстанри тӗрлӗ район тӑрӑх куҫса ҫӳрекенскер ҫулсерен вуншар пин чӑваша пӗр кӗрекере пухать.

Ҫак самант ку тӑрӑхри чӑвашсемшӗн ҫулталӑкӗпех кӗтнӗ чи савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулӑм. Уяв хӑнисем тӗрлӗ енчи чӑвашсене курса калаҫма, вӗсен юрри-ташшипе киленсе хӗпӗртеме арчасенче упранакан чи чаплӑ та хаклӑ ҫи-пуҫне тӑхӑнса килнӗ. 

Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе тӑракан Уявӑн кашни лапамӗнчех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрать. Уяв пурне те пӗрлештерет. Акӑ, Пенза тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ вырӑс хӗрарӑмӗсем пирӗн халӑх юррисене юрлама вӗреннӗ.

Ҫак чӑваш кӗписене те ҫӗвӗҫ хӗрарӑмсем хӑйсемех ҫӗленӗ. Пирӗн халӑха чун-чӗререн хисеплесе юратнине калаҫҫӗ вӗсем. Уява Чӑваш Енрен кӑна 60-а яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ. Ватти-вӗтти пӗрле савӑнать. 

Ача-пӑча карти, Иван Яковлевӑн 175 ҫулне халалланӑ литературӑпа поэзи лапамӗ, вӑй виҫекенсемпе чӑвашсен йӑли-йӗркине кӑтартакан лаптӑксем, илемлӗ концерт сценисем пин-пин ҫынна пӗрлештерчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӑван халӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшакансене чысларӗҫ, Уяв пикине палӑртрӗҫ. 

Уяв лапамӗ ҫумӗнче Кремль евӗр "Ҫӗнӗ Сӑвар" хӳтлӗхӗ ҫирӗпленсе пырать. Кунтах ҫил, шыв арманӗсем, ҫырулӑхпа паллаштаракан сӑваплӑ чулсем, ҫар ҫыннисемпе лаша вити ҫурчӗсем, чӑваш халӑхӗн мӗн авалхи ытти чылай пуянлӑхне курса тӗлӗнме пулать.

Несӗлсен крепоҫне тӑвас ӗҫре ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Иван Казанков мӗнпур вӑйне хурса тӑрӑшать. Уяв хӑнисене те Иван Иванович яланах кӑмӑлтан сӑйласа паха кучченеҫсемпе ӑсатать.

Алексей Енейкин, Вероника Павлова, Виктор Чугаров