Мускаври Литераторсен тӗп ҫуртне йышлӑ халӑх пуҫтарӑнчӗ. Кунта хамӑр ҫӗршывра тӗпленсе пурӑнакан тӗрлӗ наци ҫыравҫисемсӗр пуҫне чикӗ леш енчен килнисем те пур. Вуншар чӗлхе, тум-юм уяв шайӗпе анлӑшне кӑтартрӗ. Вӗсем хушшинче - чӑвашсем те: хамӑр республикӑран кайнисем те, тӗп хулара пурӑнакансем те. Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсемпе поэзие юратакансем пӗр-пӗринпе паллашса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ, кӗнеке парнелерӗҫ. Аслӑ зал - тӑп-тулли. Кашни наци ячӗпе килнӗ ушкӑна ятран асӑнса саламларӗҫ.
Малтан Пӗтӗм тӗнчери писательсен пӗрлешӗвӗн сумлӑ хӑнисене сӑмах пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫак организацин президенчӗ Маргарита Аль сценарийӗпе паллӑ сӑвӑҫсемпе пирӗшти сӑнарӗнчи ачасем поэзи феерийӗ лартрӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем сӑмах хӑватне иккӗленми ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпах, этемлӗх сасси ноосферӑна ҫиттӗр тесе, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа хӑйне евӗр акци ирттерчӗҫ. 30 поэт сцена ҫине тухса тӑнӑҫ пурнӑҫа халалланӑ сӑввине каласа хӑй халӑхӗн сассине пачӗ. "Минута немолчания. Мы - люди одной планеты" флешмобра пӗр минут хушшинче харӑс 300 ҫын 30 чӗлхепе 100 сӑвӑ вуларӗ.
Кун пекки хальччен пулман. Тӗнче рекордне палӑртакан организаци ӗҫченӗсем ҫакна сертификатпа ҫирӗплетрӗҫ.
Тӗрлӗ халӑха тӑнӑҫ пурнӑҫ ячӗпе пӗрлештерекен уяв тепӗр кун Евразипе Африка халӑхӗсен Ассамблейинче малалла тӑсӑлчӗ. Унта интернет урлӑ Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи поэтсем ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑнчӗҫ, куҫаруҫӑ пулӑшнипе пӗрлехи ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ.
Марина Карягина