"Аслӑ Атӑл" - пирӗн тӑрӑхри чи пултаруллӑ ӳнерҫӗсен шайне кӑтартакан проект. Ӑна пуҫарса янӑранпа 60 ҫула яхӑн иртнӗ ӗнтӗ. Куҫса ҫӳрекен курав чи малтан Куйбышевра (хальхи Самарта) уҫӑлнӑ. Хальччен вӑл ҫавӑн пекех Волгоградра, Чӗмпӗрте, Чулхулара, Хусанта, Раҫҫейри ытти хуласенче пурӑнакансене искусствӑн ӳсӗмӗпе, илемӗпе савӑнтарнӑ. Астӑвакансем Шупашкарта "Аслӑ Атӑл" 1985-мӗш ҫулта иртнӗ, теҫҫӗ, вӑл шучӗпе улттӑмӗш пулнӑ. Унта 135 Чӑваш Ен художникӗн 409 ӗҫне кӑтартнӑ. Сӑмах май, пирӗн ӳнерҫӗсем яланах йышлӑн хутшӑнайнӑ ҫак курава. Чӑваш Енри художниксен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Нагорнов чӑвашсем хальхинче те сумра тесе палӑртать.
Ят илнӗ ӑстасемпе пултаруллӑ ҫамрӑксен ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе тата меслечӗпе хайланӑ ӗҫӗсене 5 зала вырнаҫтарнӑ. 14 хулапа республикӑн 500 ытла маҫтӑрӗ юлашки пилӗкҫуллӑхра мӗнле ӗҫлени, паянхи вӑхӑт уйрӑмлӑхӗ яр уҫҫӑн курӑнать кунта.
Курав тӗрлӗ наци тӗнчекурӑмӗпе пӗтӗмӗшле этемлӗхӗн пахалӑхӗсене пӗрлештернипе хӑйне евӗрлӗ те пуян. Станислав Юхтар Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн тӑван йӑла-йӗркепе халӑхӑн авалтан килекен тӗнчекурӑмне ҫӗнӗ куҫпа пӑхса, хальхи ӑспа ҫавӑрса илсе ҫырнӑ "Пурнӑҫ" ятлӑ триптихне курсан, тӳрех уйӑрса илетӗн: ку пирӗн. Ӳнерҫӗ ӑна хӑма ҫине левкаспа ӳкернӗ.
Ҫак анлӑ курава лекесси хӑй - ӳнерҫӗсемшӗн пысӑк чыс. Паллах ӗнтӗ, Питӗрте пурӑнакан Анатолий Рыбкин Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ пек пысӑк шайри маҫтӑрсемпе пӗр куравра пултарулӑха кӑтартасси сумлӑ. Ҫак хисепе пӗр харӑсах 50 ытла чӑваш художникӗ тивӗҫни - пирӗншӗн Раҫҫей талккӑшӗнчи аван кӑтарту.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, "Аслӑ Атӑл" куравпа ҫу каҫичченех паллашма пулать.
Марина Карягина