«Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне»

Паян чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитрӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче аслӑ сӑвӑҫа халалланӑ "Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне" ятлӑ документлӑ фильма пахаларӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши 98 ҫул каяллах пурнӑҫран уйрӑлнӑ пулин те, чӑваш халӑхне хӑйӗн поэзийӗпе халĕ те хавхалантарса тăрать. Мухтавлӑ ентешӗмӗрсем тӑрӑшнипе сӑвӑҫăн сумлă ячӗ ҫӗкленсех пырать. Ҫавах та поэтӑн синкер шӑпине пула Ҫеҫпӗле тивӗҫлипе хакламанни те сисӗнет. Хӑй ҫине алӑ хуракан ҫын пирки ырă мар калаҫакан яланах тупӑнать. Кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫ пирки те пур ҫӗрте те "ҫакӑнса вилнӗ" тесе ҫырнӑ. Чӑнлӑха вара сахал кам тӗпченӗ. "Чӑвашкино" студийӗ ӳкернӗ «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне" фильм шӑпах ҫак ҫивӗч ыйтӑва хурав парать. Унӑн авторӗ Алексей Енейкин кинооператорпа пӗрле вилӗмсӗр поэт пулнӑ вырӑнсем тӑрӑх утса тухнӑ. 

 


Алиса Александрова, Семён Антонов