Тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсемпе ыттисене те паллаштарать 

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑра пурӑнакан Раиса Фёдорова тӗрлеме те, тухья-хушпу тума та ӑста. 

Тӗрленӗ чухне авалхи несӗлсен йӗркине пӑхӑнмалла тесе шутлать Раиса Апполинариевна. Ҫак ӗҫе вӑл Чӑваш Енри паллӑ ӑстаран Евгения Жачевӑран вӗренсе юлнӑ. Халӗ хӑй те ыттисене тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать. Садикре ӗҫленӗ чухне ачасене тӗрлеме хӑнӑхтарнӑ, кайран ялти Культура ҫуртне ӗҫлеме куҫсан ал ӗҫ кружокне йӗркеленӗ.