Тӗп тӗллев - театрсемпе музейсене ытларах ҫамрӑка явӑҫтарасси

Чӑваш Енре Андриян Николаев летчик-космонавтӑн асӑну комплексне ҫӗнетмелле. Пӗлтӗр ҫак тӗллевпе учреждение 9 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче ку объекта ятарлӑ программӑна кӗртме хушнӑ. Проект хакӗ 350 миллион тенкӗ. 

Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче 2020-мӗш-21-мӗш ҫулсенче культура тытӑмне ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнине палӑртрӗ. Кӑҫалхи ҫул та ку енӗпе хыснара сахал мар укҫа пӑхса хӑварнӑ, ҫавӑнпа ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тивет, терӗ вӑл. Чи малтанах "Культура" наци проекчӗпе пурнӑҫлакан объектсене тимлӗх уйӑрмалла. Вӑл шутра Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне реконструкцилемелле. Ҫавӑн пекех Шуршӑлти космонавтика музейне ҫӗнетмелле. Унта 4 хутлӑ хушма ҫурт ҫӗклесе лартас тӗллевлӗ. Планпа унта экспозици залӗсем, кафе, конференци залӗ йӗркелемелле. Музей малашне татах та ытларах ҫынна илӗртме тивӗҫ. Республикӑра ҫавӑн пекех ялсенче культура ҫурчӗсем тӑвассипе тата киввисене юсассипе малалла ӗҫлӗҫ. Ҫак тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме, артистсене чӗнме май парӗ. 

Надежда Александрова, Леонид Петров, Димитрий Макаров