6-ри Вика Баюкова асламӑшӗ те, амӑшӗ те, ашшӗ те ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Килӗнче те чӑваш тӗрри уйрӑм хисепре пулнӑран кашни регион маҫтӑрӗ хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ Раҫҫейӗн эрешлӗ карттипе хумханса паллашнӑ хӗрача. Тантӑшӗсем те тӑван халӑхӗн чӑн пуянлӑхӗпе кӑсӑкланни сисӗнет. Ача сатне ҫӗршывӑн тӗрленӗ карттин цифрӑллӑ сӑн-сӑпатне илсе килни уяв пекех пулчӗ. Воспитательсем малтанах карттӑна тишкерме ятарласа музея кайнӑ. Унтанпа 5 ҫултан 7 ҫулчченхи кашни ача аслисемпе пӗрле экскурсие ҫитсе курнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республика 3-мӗш хут Чӑваш тӗррин уявне паллӑ тӑвӗ. Ҫулсеренех ҫак кун тӗлне пирӗн тӑрӑхра пысӑк проект пурнӑҫлаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Елена Дмитриева, Димитрий Макаров