Тӗп хулара Шупашкар уявне халалласа Раҫҫей шайӗнчи пленэр иртет

Ниме пӑхмасӑр, вӑл кӑҫал та ӳнерҫӗсене пуҫтарнӑ. Виҫӗмкун вӗсем Юханшыв портӗнче, ӗнер Хӗрлӗ лапамра ӗҫленӗ, паян вара сӑрӑ ӑстисене Мускав районӗнчи Атӑл хӗрринче курма пулӗ.

"Шупашкар - Атӑлҫи ахахӗ" тесе ят панӑ пленэра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен студентсемпе вӗрентекенсем, ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Ӳкерекенсем сырса илнӗ Атӑл хӗрри хулана чӗрӗлӗх кӗртет, иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклет. Этюдсем мӗнле ҫуралнине кӑсӑкланакансем социаллӑ сетьсенчи уҫӑ эфирта та курма пултараҫҫӗ. Ҫамрӑксемпе юнашарах - ят илнӗ художниксем. Ҫакӑ сӑрӑ ӑстисем ӑрусен ҫыхӑнӑвне татӑлма паманнине ӗнентерет: пӗлӳпе маҫтӑрлӑх ҫапла майпа аслисенчен кӗҫӗннисене куҫса пырать. Анатолий Данилов Чӑваш халӑх художникӗ, ҫакӑн евӗр пленэрсемпе куравсем йӗркелекенскер, Шупашкара "Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи Венеци" тет.

 

Марина Карягина, Анна Филиппова, Виктор Степанов, Владимир Синдеев