Тӗп хулара «Ҫветтуй ҫӗршывӑмӑр - Раççей» пултарулӑх форумӗ иртрӗ

Шупашкарта Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Савватий пилленипе регионсем хушшинчи «Ҫветтуй ҫӗршывӑмӑр - Раççей» ятлӑ форум вĕçленчĕ. Кăçал ăна Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархĕ Тихон святитель пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 100 çул тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланӑ. 

Форум вĕçленнĕ кун Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне унăн ĕçне хутшăнакансем, хисеплĕ хăнасем, гала-концерт курма килнисем пухăнчĕç. Зала кĕриччен плакатсем ÿкерес енĕпе ирттернĕ «Тихон Патриарх тата вăл пурăннă вăхăт» конкурс çĕнтерÿçисен ÿкерчĕкĕсемпе паллашма май пулчĕ. 

Гала-концертăн 1-мĕш пайĕнче «Классика» капелла, «Савăнăç» халăх ташă ансамблĕ, «Art Nova» халăх пултарулăх студийĕ, казаксен «Раздолица» халăх ансамблĕ, ачасен «Суварята» ташă ансамблĕ хăйсен ăсталăхĕпе килентерчĕç. Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те палăрнă пултарулăх ушкăнĕсене куракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Конкурссен лауреачĕсене чыслас тивĕçе Шупашкарпа Чăваш епархийĕн ыркăмăллăх тата социаллă пулăшу парас ĕçе йĕркелекен пай пуçлăхĕ Михаил Павлов протоиерей, «Чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин тата «Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн» президиумĕсен пайташĕ Надежда Черкесова, хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайса паттăрлăх кăтартнă Виталий Емельянов пурнăçларĕç. 

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн юрӑҫи Елена Соколова, Василий Воробьев ячĕллĕ музыка шкулĕн хорĕ, унта вĕренекен Зинаида Катерова, Максим Щукинпа Анисия Аникина сĕрме купăсçăсем концертăн иккĕмĕш, Аслă Çĕнтерĕве халалланă пайне пуçларĕç. Патриотизм темине малалла тăсса «Очарование» хореографи ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, «Туслăх» хор Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсен сăнÿкерчĕкĕсемпе тухса юрларĕ. Концерта «Эпир – вырăссем» сăвăпа 6 çулти Ева Яковлева тата Илья Павлов хăй çырнă «Атăл» юрăпа вĕçлерĕç. Залра «Вырăс тĕнчи»  юрă янăрани вара курма килнĕ кашни çын чĕрине хускатрĕ, форумăн тĕп шухăшне – Раççей пирĕн хаклă, юратнă тăван çĕршывăмăр пулнине – çирĕплетрĕ. 

Любовь Оланьгай сăвăçа сцена çинче Константин Симоновăн «Жди меня» сăввине вулани уйрăмах тыткăнланă, чунне хускатнă. Мӗншӗн тесен вăл çав сăвва Турă пулăшнипе чĕре витĕр кăларса чăвашла куçарнă. 

 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова