Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ентешсем Шупашкара фестивале пуҫтарӑнчӗҫ

Республикӑра "Ентешсен ҫӑлтӑрлӑхӗ" Пӗтӗм тӗнчери 3-мӗш фестиваль пырать. Кӑҫал унта тӗрлӗ регионсенче ӗҫлесе пурӑнакан 11 артист тата Чӗмпӗрти "Держава" оркестр хутшӑнать. Вӗсем 3 кун куракана хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. 

Сцена ҫине тухас умӗн артистсем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ-хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсем пурте Чӑваш Енре ачалӑхне ирттернӗ, кунтах профессиллӗ пӗлӳ илнӗ, нумайӑшӗ Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Наталья Мокеева фестивале 3-мӗш хут килнӗ. Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, халӗ вӑл Екатеринбургри Оперӑпа балет театрӗнче юрлать. Апла пулин те вӑл тӑван тӑрӑхне манмасть. Концертсене хутшӑннисӗр пуҫне артистсем ҫавӑн пекех ӑсталӑх урокӗсем те ирттерӗҫ, Шупашкарти студентсемпе тӗл пулӗҫ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин