Тӗнче аталанӑвӗнче чӑвашӑн чӑн вырӑнне тупса палӑртассишӗн ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ

Паян Чӑваш Ен пысӑк ӑсчахпа Алексей Трофимов профессорпа сывпуллашать

1969-мӗш ҫулта Ленинградри Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институчӗн теорипе истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1971-мӗш ҫултанпа СССР художникӗсен союзӗнче тӑнӑ Алексей Трофимов искусствоведени наукисен докторне ӳссе ҫитнӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче ҫур ӗмӗр ӗҫленӗ ӑсчах 6 ҫул унӑн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. 200 ытла наука ӗҫӗпе 20-е яхӑн монографи авторне пурте чӑваш халӑхӗн авалхи тӗнӗпе йӑла-йӗрке скульптурисене, ҫыруллӑ тӗрӗ эрешӗсене тарӑна кайса тӗпченӗ пирки аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл авалхи чӑвашсен руна ҫырулӑхне упраса хӑварнӑ палӑксене тупнӑ, унӑн алфавитне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.

 

Марина Карягина