Валентина Ситова Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьелте хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫитмӗлмӗш ҫулсенче яштак илемлӗ хӗр ялтан хулана ҫын пулас тесе куҫнӑ пиншер ҫамрӑк пекех Шупашкара килет те юрату чирӗпе аптӑрать. Чунтан чӗререн театра юратса пӑрахать. Мускаври Щепкин ячӗллӗ училищене вӗренме кӗрет. Валентина Ситова тӗрлӗ сӑнар калӑплать. Ӑна лекекен рольсене ытларах социаллӑ персонажсем теҫҫӗ. Пирӗн хушӑра пурӑнакан ӗҫлӗ ҫынсем, ҫӗршыв нушине мӗн пур халӑхпа пӗрле тӳсекенсем, телейшӗн кӗрешекенсем. Темле роль вылясан та чапа тухас тесе нихӑҫан та шутламан. "Икӗ алра пӗр ӗҫ" тенӗ пек ӗҫленӗ те ӗҫленӗ.
Александр Осипов, Виктор Степанов