Театра кӑмӑллакансене чӑрмав кӳмӗ

Паянтан республикӑри мӗн-пур культура учрежденине - музейсене, театрсене, библиотекӑсене - 18 ҫултан аслӑраххисене вакцинаци тунине ҫирӗплетекен куар-кодпа кӑна кӗртеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне чирлӗ маррине ӗнентерекен ПЦР-тест е хальлӗхе прививка тума юраманнине калакан справка кӑтартма юрать. Ҫакна валли Цифра аталанӑвӗн министерствинче ятарлӑ хушӑм хатӗрленӗ. 

ырӑс драма театрӗн директорӗ Дмитрий Капустин ятарлӑ хушӑмпа чи малтанах хӑй усӑ курса пӑхрӗ. Кунта килекен кашни ҫыннӑн интернета тухма май паракан хальхи йышши телефонсем пулмасан та пултараҫҫӗ, ҫавна кура куар-кодне те пичетлесех хатӗрленӗ вӑл. Приложени хут ҫинчи паллӑна та вулаять. Паянхи кун тӗлне вырӑс драма театрӗнче ӗҫлекенсен 82 проценчӗ чиртен сыхланса прививка тутарнӑ, ҫавӑнпа та ҫӗнӗлӗхсене кунта лӑпкӑн йышӑннӑ. Оперӑпа балет театрӗ халӑха кӗтсе илме еплерех хатӗрленсе ҫитнине тӗрӗслес тесе те ӗҫе килекенсене куар-кодпа кӑна кӗртнӗ. Алӑк умне малашне темиҫе билет тӗрӗслекен, интернет япӑхланас пулсан хушма смартфон хатӗрлемеллине шута илнӗ. Кӗнӗ ҫӗрте тӑракан контролера улталама май пулмӗ. Вӑл тӗрӗс пулсан смартфон экранӗ ҫинче вакцинаци тунӑ ҫыннӑн ячӗ-шывӗ, ҫуралнӑ кунӗ курӑнӗ. Театра килекенӗн паспорчӗ те ҫумрах пулмалла. Билета маларах туянса хунӑ, анчах куар-код ҫук пулсан, ӑна кассӑна парса укҫана тавӑрма пулать. 

Алиса Александрова, Екатерина Храмкина, Дмитрий Макаров