Республикӑра тӑван культурӑпа чӗлхене упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе ятарлӑ программа ӗҫлет. Анчах та унӑн витӗмӗ паянхи лару-тӑрӑва улӑштарас ӗҫре вӑйсӑртарах темелле. Ҫавӑнпа та кунта кӑткӑс ыйту тухса тӑрать: малалла мӗнле ӗҫлемелле? Хуравне шӑпах стратегилле сесси хастарӗсем пама пултараҫҫӗ. Ҫавах та, малтанах чӗлхе ыйтӑвне паянхи самана уттипе шайлаштарма пӗлмелле.
Апла пулсан, чӑваш чӗлхин паянхи тӑрӑмне камсем тӑваҫҫӗ? Халӑхӑн камран тӗслӗх илмелле? Кирлех-и ӑна тӑван чӗлхепе калаҫни? Ҫакӑн евӗр хурав кӗтекен ыйтусем кунран-кун нумайлансах пыраҫҫӗ.
Стратегилле сессие вӗренӳ, культурӑпа искусство, массӑллӑ хыпарлавпа влаҫ тытӑмӗнче тимлекенсем тата интернет уҫлӑхӗнче хастар ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисем 5 ушкӑна пайланса чӗлхе сумне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм ыйтусене тишкерчӗҫ. Унтан кашни сӗтел тӑван сӑмах аталанӑвӗн хӑйне евӗр планне хатӗрлерӗ. Вӗсене итленӗ май шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли программӑна тахҫанах улшӑнусем кӗртме вӑхӑт ҫитни палӑрать. Ҫӗнӗлӗхсен йышӗнче палӑртса хӑвармалли самай. Чи пӗлтерӗшли - шӑпӑрлансене ача сатӗнченех икӗ чӗлхепе вӗрентесси. Ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑл вӑййисем урлӑ та тӑван чӗлхе илемне туйтарма пулать. Анчах та, хальлӗхе пур ҫӗрте те тенӗ пекех вырас чӗлхи хуҫаланать. Сайтсем те чылай чухне хӑнӑхнӑ пӗр чӗлхепе хыпарлаҫҫӗ. Тӑванлӑх уявӗсемпе ытти ӗҫ-пуҫа вара ытларах чух аслӑраххисем ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ.
Тӑван сӑмаха ҫул парас ӗҫре ятарлӑ грантсем те ытлашши мар. Ҫавӑн пекех хастар ачасене стипенди парса хавхалантарма пулать. Патшалӑх шайӗнче вара ятарлӑ вӗренӳ порталӗ пулмаллах. Ҫак ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗресси те халӑхран хӑйӗнчен килет.
Сессире палӑртнӑ ҫӗнӗ шухӑшсемпе сӗнӳсем чӗлхе аталанӑвӗн программине кӗрсе патшалӑх ӗҫне те витӗм кӳме тивӗҫ. Сӑмах шайӗнчи ӗҫ пурнӑҫа кӗрес пулсан паянхи чӑвашӑн тӑванлӑх туйӑмӗ те кӑштах вӑйланнӑ пулӗччӗ. Несӗлсен чӗлхине ачана ҫемьере вӗрентнинчен хакли нимӗн те ҫук.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов