Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв пулатех

Республикӑри культура учрежденисем ниме пӑхмасӑр Ҫӗнтерӳ кунне хатӗрленеҫҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе шавлӑн, ял-хула урамӗсенче ватти-вӗтти пӗрле пухӑнса мар, апла пулин те пысӑк йышпа, чыслӑн, асра юлмалла. Ӗҫ-пуҫа компьютер е ытти мелпе интернетра хутшӑнма пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне республикӑри театрсем, библиотекӑсем онлайн-куравсем, аудиокалавсем, постановкӑсем хатӗрлеҫҫӗ.

Алиса Александрова