Вӑрҫӑри ҫыравҫӑ тӑшмана хирӗҫ пӑшалпа та, сӑмахпа та пӗр хӑватпа кӗрешнӗ. Вениамин Туртушӑн сӑввисем те фашистсемпе чунтан кураймасӑр ҫапӑҫма ҫирӗплӗхпе вӑй-хӑват хушнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма шанчӑк панӑ. Икӗ чӗлхепе, чӑвашла тата вырӑсла, ҫырнӑ хайлавсене кӗртнӗ кӗнекене пархатарлӑ тӑванӗсем хатӗрлесе кун ҫути кӑтартнӑ.
Ҫара кайиччен тӗрлӗ шкулта учительте ӗҫленӗ Вениамин Туртушов. 1942-мӗш ҫулта Керчь хулишӗн пынӑ ҫапӑҫура тыткӑна лекнӗ ҫыравҫӑн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ: ҫав ҫулах вӑл фашист лагерӗнче вилнӗ. Арсений Тарасов ҫыравҫӑн ашшӗ те шӑп ҫав вӑхӑтра Крымра тӑшман ункине лексе терт курнӑ иккен. Паянхи сӑвӑҫсем Вениамин Туртуш шӑпине Раҫҫей историйӗнче йӗр хӑварнӑ паттӑр ӗҫтешӗсемпе танлаштарчӗҫ.
Шел пулин те, Вениамин Туртуш пултарулӑхне хальччен тивӗҫлӗ шайра тӗпчемен. Ку ӗҫе туллин пурнӑҫлама ҫыравҫӑн архивӗ сыхланса юлманни те чӑрмав кӳрет пуль. Анчах Виталий Станьял пек хастар тавра пӗлӳҫӗсем, поэт-фронтовикӑн тӑванӗсемпе ентешӗсем хӑйсен пысӑках мар тӳпине хывнах: унӑн ятне манма паман. Туртушӑн сӑввисемпе поэмисем, калавӗсемпе шӳчӗсем, фельетонӗсемпе статйисем тӗрлӗ хушма ятпа "Хӗрлӗ ялав", "Канаш", «Пионер сасси", "Сунтал", "Капкӑн", "Ӗҫ хӗрарӑмӗ" тата ытти хаҫат-журналта пичетленнӗ, уйрӑм кӗнекен тухни - ҫакӑ кӑна. Хайлавсен пуххине шкул ачисемпе ҫамрӑксем хушшинче анлӑн сарасшӑн.
Марина Карягина