Тарӑн шухӑша яракан сӑрӑллӑ ӗҫсем

Елчӗкри культура ҫуртӗнче "Палестина чунӗ" ятлӑ курав уҫӑлчӗ. 

Тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн кӗрешекен вилӗмсӗр халӑх, ҫар ҫынни. Ҫапла сӑмахсемпе чуна витӗреҫҫӗ Палестина гимнӗн хӑватлӑ йӗркисем. Иисус Христоса ҫуратнӑ сӑваплӑ ҫӗр ҫинче 30 пин ҫул каяллах пурӑнма пуҫланӑ халӑх чӑнах та, калама ҫук йывӑр лару-тӑрура асап курать. 75 ҫул каялла Израиль патшалӑхне йӗркелес тӗллевпе вӗсен ҫӗрӗсене туртса илме пуҫласан вуншар миллион ҫын кил-ҫуртсӑр юлнӑ. Ҫапла майпа паян кун та Чӑваш Республикинчен 3 хут пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче 5 миллион ҫурӑ ҫын картана хупнӑ выльӑх кӗтӗвӗ пек хӗсӗнсе пурӑнать. Ҫак халӑхӑн йывӑр шӑпине кураври картинӑсем сӑнлаҫҫӗ. Хӑйсем мӗнпе айӑпа кӗме пултарнине те ӑнланма пултарайманскерсем хӗрес ҫумне пӑталанӑ Христоспа тан шӑлне ҫыртса хӗн-хур айӗнче нушаланаҫҫӗ. Пурте пысӑк шанӑҫпа ӗмӗрхи ҫӗрӗсене таврӑнса ҫын евӗр лӑпкӑлӑхра пурӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Ҫак курав ҫӗршыври тӗрлӗ регионта, пӗр харӑс вунна яхӑн лаптӑкра ӗҫлет. Паянхи куна илсен вӑл, пӗтӗмпе 53 вырӑнта уҫӑлнӑ. Географипе пӗрлех ӳкерчӗксен йышӗ те ӳссех пырать. Курава Раҫҫейпе ытти ҫӗршывсенче ӗҫлесе пурӑнакан 200 ытла ӳнерҫӗ хутшӑнать. Пурте Палестина ҫыннисен йывӑр шӑпине сӑнласа тарӑн шухӑшлӑ картинӑсем ҫыраҫҫӗ. Вӗсенче авалхи араб халӑхӗн чун ыратӑвӗ, ҫутӑ ӗмӗчӗ курӑнать. Ишӗлсе пӗтнӗ хулара та ҫирӗп чун хӑвачӗ юлни шанӑҫри ырӑ пурнӑҫ хӑҫан та пулин тӗрӗслӗхпе ялкӑшса каясса ӗнентерет. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров