Тамара Сатси ҫветтуй ячӗпе тӑванӗсем тӑрӑшнипе Мари Республикинче кӗҫех чиркӳ уҫӑлӗ

Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӗн курса вилнӗ Тамара Сатси ҫветтуй ячӗпе ҫитес уйӑхра Волжск хулинче чиркӳ хута яма палӑртнӑ. Турӑ ҫурчӗ хӑйӗн алӑкӗсене авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӗ.

Йывӑҫ ҫурта туса пӗтернӗпе пӗрех. Тавралӑха кӑштах тирпейлесси тата шалта хӑтлӑх кӗртесси юлнӑ. Сӑваплӑ ӗҫ пӗтӗмпех халӑх пулӑшнипе пулса пырать. Ырӑ ӗҫре чӑвашсем те чылай. Вӗсенчен пӗри - Шупашкарта пурӑнакан Владимир Меметов. Волжскра ҫӗкленекен чиркӗве вӑл Тамара Сатси ҫветтуйӑн турӑшне парнелеме шутланӑ. Ятарласа ҫыртарнӑ хыҫҫӑн таса сӑна Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче сӑвапланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта Тамара Сатси те ӗҫлесе пурӑннӑ. Халӗ ҫак турӑш Волжскри чиркӳре пулӗ. Ун умне пуҫ тайма килекенсем кунта халех йышлӑ.

Алексей Енейкин