Ҫак аслӑ ӗҫе апостолсен вӑхӑтӗнчех тума пуҫланӑ. Иаков апостол хайӗн ҫырӑвӗнчи 5-мӗш сыпӑкри 14-мӗшпе 15-мӗш йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Сиртен кам та пулин чирлӗ пулсан, чиркӳ пресвитерӗсене чӗнсе килтерӗр, ӑна Турӑ ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗл туччӑр; ӗненсе кӗл туни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Турӑ ӑна сыватса тӑратӗ». Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче те Турра ӗненекенсем кашни эрнерех соборование пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова