Светлана Васильевнӑна халӑх ытларах юрӑҫ-композитор пек пӗлет. Тата вӑл чылай вӑхӑт телевиденире тӑрӑшнӑ. Халӗ те радиора пурте юратакан кӑларӑмсем ертсе пырать. Куллен халӑха хӑйӗн ырӑ та уҫӑ кӑмӑлӗпе тыткӑнлать. Республика кунӗнче ҫут тӗнчене килсе Ҫеҫпӗл сӑпкинчен тухнӑ сӑвӑҫ ҫамрӑклах поэзи тӗнчине парӑннӑ. Паянхи куна Светлана Асамат 23 кӗнеке кӑларнӑ. Куҫару ӗҫӗнче те хастар вӑл. Ырми-канми тӑван халӑхшӑн тунӑ ӗҫсемшӗн Чӑваш республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӗмпӗр облаҫӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши, Иван Яковлев тата Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Республикӑри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем вара унӑн пуян сӑввисене пӑхмасӑр вӗренсе "Асамат вулавӗсем" йӗркелеҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров