Турхансем хӑнасене яланах хисеп туса ял пуҫӗнченех кӗтсе илеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑслӑлӑх конференцине сумлӑ ҫынсем пухӑнни вӗсемшӗн, чӑн та пысӑк чыс пулнине палӑртаҫҫӗ. Пурне те вӗсене мухтавлӑ ентешӗн - Алексей Кокелӗн ырӑ ячӗ пӗрлештерет. Ҫавӑнпа та килен-каян малтанах сумлӑ ӳнерҫӗн палӑкӗ умне чечек хума пухӑнать. Кунтах Алексей Афанасьевич ячӗпе хӑтлӑ музей ӗҫлет. Ӑна ӳнерҫӗ ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнчех уҫнӑ.
Аваллӑх кӗтесне ӗлӗкхи чӑн чӑваш ҫурчӗ пек йӗркеленӗ. Хӑнасене вара тин ҫеҫ кӑмакаран пӑсланса тухнӑ кукӑльсемпе кӗтсе илеҫҫӗ.
Уҫӑ чунлӑ ял-йыш кашни ҫулах тӗрлӗ халӑхӑн ятлӑ-сумлӑ сӑрӑ ӑстисене Кокель пленэрне пухать. Ҫавна май ялта темиҫе ӳнер галерейи уҫӑлнине ӗненме те йывӑр пек. Анчах та ку - чӑнлӑх, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван халӑхпа мӑнаҫланса ӳсме хӗвте паракан ырӑ пулӑм.
Шкул ачисем вӗрентекенсемпе пӗрле ирӗклӗ майпа иртекен ӑслӑлӑх конференцине хутшӑнчӗҫ. Ӑна Алексей Кокель ӳнерҫӗ дипломне алла илнӗренпе 111 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Чӑваш ӳнерҫи Питӗр хулинчи Раҫҫейри император ӳнер академине 5 паллӑсемпе пӗтернӗ. Унӑн чаплӑ ӗҫӗсене вара тӗрлӗ ҫӗршыври сумлӑ куравӗсенче кӑтартнӑ. Чӑваш халӑхне тӗнче шайӗнче ҫӗкленӗ.
Ҫавра сӗтелти сумлӑ хӑнасен йышӗнче Владимир Васильев культурологи докторӗ, профессор; ҫавӑн пекех медицина наукисен докторӗ - Владимир Родионов профессор сӑмах илчӗҫ. Иккӗшӗ те вӗсем Турхан шкулне пӗтернӗ. Калаҫӑва видеоҫыхӑну урлӑ Мускавпа Беларуҫ, Тюмень тата ытти тӑрӑхри ӳнерҫӗсемпе педагогсем хутшӑнчӗҫ. Мухтавлӑ ялта малашне те чӑвашсен ятне ҫӗклекен ҫӗнӗ талантсем ҫуралсах пыччӗр терӗҫ. Ҫуллахи черетлӗ пленэра килме шантарчӗҫ. Сӑлтавӗ вара пысӑк. Ҫитес ҫул Турханти вӑтам шкул 185 ҫул тултарать.
Алексей Енейкин, Олег Цыпленков