СССР халӑх артистне Вера Кузьминана юлашки ҫула ӑсатрӗҫ

Тăван халăх Улăпĕсен ретĕнче тăракан çынпа, пурӑнса ирттернӗ кашни кунĕпе ыттисемшĕн ĕмĕрлĕх тĕслĕх пулса тăнă Чăваш хĕрарăмĕпе, Аннемĕрпе вӑл 74 ҫул ĕçленĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче сывпуллашрӗҫ.

Сцена çине Вера Кузьмина тухсан, вăл пĕр сăмах каласа ĕлкĕричченех пархатарлă куракан ура çине тăрса чылайччен алă çупатчӗ. Пĕр çынра тĕнчери мĕнпур Амăшĕн савăнăç-хуйхине вырнаçтарма пултаракан хăватлă чĕре тапнӑ. Вăрçă вăхăтĕнче Мускаври театр институтĕнче вĕреннĕскер, Смоленск патĕнче окоп чавса, тӗп хула таврашĕнче вăрман касса асап курнă, 1947 çултанпа Шупашкара таврăнса тăван театрта ĕçлеме пуçланă. Ун ятне Чăваш АССР-ĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ, вăл – республикăн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççейри театрсен „Ылтăн маска“ наци премийĕн лауреачĕ. Çак сумлă ятсене унăн пултарулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен шăратнă тейĕн.

„Темиçе ăрăва халăх кунçулĕ çинчен нихçан манăçмалла мар каласа кăтартма пÿрнĕ артиста аслă Турă ахальтен мар чăвашсене парнеленĕ-тĕр. Вăл – хăйĕн халăхĕн тĕкĕрĕ, ун урлă эпир аслă, таса, ĕçчен чăваш халăхне куратпăр“ – тенӗччӗ Вера Кузьминана 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама килнӗ Тутарстанран килнĕ халăх артисчĕсем куракана хыттăн алă çуптарса. Раççейре тата хăш халăхăн 98 çула çитиччен сцена çине çĕнĕ рольсемпе тухакан артист пулнӑ? 

„Вера Кузьмина пек хăватлă артист çинчен кĕнеке çырма Лев Толстой шайĕнчи писатель пулмалла. Халăхра ун пек çыравçă та çуралĕ-ха“, - тенӗччĕ республикăри театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçинче ӗҫленӗ Геннадий Медведев Чӑваш халӑх артисчӗ. „Ĕненÿ“ ятпа çут тĕнчене килнĕ артист пехилленĕ пек пурăнма пĕлсен, шанăçăмăр тÿрре тухмаллах.

Марина Карягина, Владимир Синдеев