Никифор Мраньккан "Ӗмӗр сакки сарлака" романӗ - иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш пурнӑҫне анлӑн сӑнласа кӑтартакан пысӑк хайлав. Унти сюжет йӗрӗсен аталанӑвӗ "Тихий Дон" евӗрлӗ илемлӗ фильм ӳкерме чухах пулнӑ пулӗччӗ. Спектакль те питӗ пуян пулса тухнӑ. Миххапа Ҫтаппан кил-йышӗ хушшинчи хирӗҫӳ самана уйрӑмлӑхӗсене, халӑх психологине, сӑнарсен характерӗсене яр уҫҫӑн палӑртать. Ӗмӗрсем иртеҫҫӗ - этем чун-чӗри ҫавах.
Спектакльте халӑхӑн ҫав вӑхӑтри йӑли-йӗрки те сӑнарланнӑ. Ҫавапа ӑмӑртмалла утӑ ҫулни, ҫамрӑксем каҫхи вӑйӑ картине тухни, улах ларни, унти ташӑ-юрӑ, вӑйӑ-кулӑ - пирӗн мӑн асанне-асаттесен кулленхи пурнӑҫӗ чӗррӗн куҫ умне тухать. Людмила Нянина хореограф Никифор Мраньккан ентешӗ, Куславкка тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа режиссёр шӑпах ӑна ташӑсемпе вӑйӑсене хатӗрлеттерни вырӑнлӑ. Яш-кӗрӗмӗн тыткаларӑшӗ виҫелӗхӗпе, илемӗпе, стайлӑхӗпе чун-чӗрене тыткӑнлать.
Куштан пуянпа хастар чухӑн хушшинче сиксе тухнӑ пӑтӑрмах хивреленсе пынӑҫем сӑнарсен шалти вӑрттӑн шухӑшӗсем ҫиеле тухаҫҫӗ, кӗрешӳре кӑмӑл пиҫӗхет. Хӑйсен таса юратӑвӗшӗн тӗрлӗ йывӑрлӑхпа чӑрмав витӗр тухма тивни Микулапа Анука та ҫирӗплетет. Кӳршӗ ялтан ытла иртсе курман тӗттӗм хӗрарӑма хальхисемпе танлаштарма пулмӗ, анчах вӗсен тасалӑхӗ, чысшӑн вилме те хатӗр пулни, юратнӑ ҫынна хӳтӗлесе нимле хӑват умӗнче те мӗскӗнленменни - кӑтартуллӑ, вӗрентӳллӗ, тӗслӗхлӗ те-и, тен.
Режиссёр "спектакльти тӗп сӑнар - халӑх" тесе ытарлӑрах калать ӗнтӗ. Миххан вырӑнӗ пӗртте хыҫалти рете куҫмасть. Николай Сергеев ӑна Александр Петровпа улшӑнса калӑплать. Актёр валли ку роль - чӑн телей.
Евгений Урдюковпа Сергей Павлов - Ҫтаппан рольне ылмашӑнса вылякансем. Чун-чӗрипе те, кӗлеткипе те хӑватлӑ ҫын Микулан ашшӗ. Романа вуланисем астӑваҫҫӗ ӗнтӗ: вӑл лашана та ал сулӑмӗпе ураран ӳкерме пултарать, никам йӑтайман ҫӗклеме йӑтса ыттисен хисепне ҫӗнсе илет. Тӳрӗ чунлӑ ҫын куракан кӑмӑлне тӳрех ҫавӑрса илет. Артист ӑна ӗненмелле сӑнарланӑ.
Спектакльте тӗрӗслӗх чӑннипех те ҫӗнтерет, анчах телей патне илсе ҫитерекен ҫул тумхахлӑ. "Ӗмӗр сакки сарлака" кӑҫалах тепӗр хут сцена ҫине тухать: раштавӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сире хапӑлласа кӗтет.
Марина Карягина, Виктор Степанов